2007/05/08

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ «ЧĂВАШ АТАЛАНĂВĔН ПĔРЛЕШĔВĔ» ОБЩЕСТВО ОРГАНИЗАЦИЙĔН УСТАВĔ

1. ПĔТĔМĔШЛЕ ПОЛОЖЕНИСЕМ

1.1. Чăваш аталанăвĕн пĕрлешĕвĕ (малалла «ЧАП» е «Организаци») граждансем хăйсен пĕтĕмĕшле интересĕсене хÿтĕлеме тата уставра кăтартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма ирĕклĕ майпа пĕрлешсе йĕркеленнĕ общество организацийĕ.

1.2. Организаци Чăваш аталанăвĕн партийĕн тата пуçласа йĕркелесе янă чухнехи Чăваш наци конгресĕн кăмăл тата идеологи еткерлĕхне йышăннине пĕлтерет.

1.3. Организаци хăйне патшалăх регистрацилесен тин юридици сăпачĕ пек шутланса тăма тытăнать. Патшалăх регистрациленĕ хыççăн Организаци ячĕпе унăн тивĕçĕсене юридици сăпачĕ пек ЧАП Канашĕ тытса пырать.

1.4. ЧАП хăйĕн харпăрлăхĕнче, хуçалăх тытăмĕнче е оперативлă управленийĕнче уйрăм пурлăх тытса тăрать, хăйĕн ячĕпе пурлăхпа çыхăннă тата унпа çыхăнман харпăрлăх прависене илме тата вĕсене тытса тăма, судра тавăççăпа явапçă пулма пултарать, вĕсемсĕр пуçне хăй тĕллĕнех баланс йĕркелет, банкпа кредит учрежденийĕсенче Раççей укçипе тата урăх çĕршыв валютипе счетсем уçать.

1.5. Организаци йĕркелевçисемпе членĕсем унăн пурлăхĕн харпăрлăх правипе усă кураймаççĕ, унăн тивĕçĕсемшĕн явап тытмаççĕ, организаци хăй те хăйĕн йĕркелевçисемпе членĕсен тивĕçĕсемшĕн явап тытмасть.

1.6. ЧАПăн хăйĕн ячĕллĕ çаврака пичетпе штампсем, фирма бланкĕсем, эмблемăсем тата хăй юридици сăпачĕ иккенне палăртакан ытти атрибутсем пур.

1.7. Организаци хăйĕн тĕп ĕçне Чăваш Республикин территорийĕнче туса пырать.

1.8. ЧАП хăйĕн ĕçĕсене тĕнче правин пурте йышăнса килĕшнĕ нормисемпе, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Конституцийĕсемпе килĕшÿллĕн, хĕсĕрлевсĕрлĕх принципĕсене тĕпе хурса тытса пырать.

1.9. Чăваш чĕлхи Организацин тĕп ĕç чĕлхи пулса тăрать.

1.10. Организацин ертсе пыракан органĕсем Чăваш Республикинче, Шупашкар хулинче вырнаçнă.

1.11. Организацин чăвашла ячĕ - Чăваш Республикинчи «Чăваш аталанăвĕн пĕрлешĕвĕ» общество организацийĕ, кĕскен «ЧАП», вырăсла «Чувашская республиканская общественная организация «Чувашский гражданский конгресс», коротко «ЧГК», акăлчанла «The Chuvash Republican Public, Non-governmental, non-commercial OrganizationThe Chuvash Civil Development Congress”.

2. ТĔП ТĔЛЛЕВСЕМПЕ ЗАДАЧĂСЕМ

2.1. Организацин тĕп тĕллевĕсем:

а) этемĕн тĕп прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлесси;

ă) мĕн пур пек дискриминаципе пусмăра хирĕç кĕрешесси;

б) цивилизациллĕ чăваш нацине аталантарасси;

в) чăваш нацийĕн хăйтĕллĕнлĕх правине пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшасси;

г) чăваш патшалăхлăхне хÿтĕлесси тата çирĕплетесси;

в) нацин хăй ăнланулăхĕпе мăнаçлăхне аталантарасси;

е) Республикăра аталаннă гражданлă обществăна йĕркелесси тата ăна пĕтĕçтерессишĕн тăрăшасси;

ĕ) социаллă пурнăç, политика, экономика, право тата ытти енчен те граждансен культурине ÿстерме тăрăшасси;

ж) чăваш чĕлхин обществăри социаллă тата право статусне Раççей Федерацинче официаллă чĕлхе тесе йышăнтариччен ÿстересси;

з) Раççее чăннипех те демократиллĕ, цивилизациллĕ тата федеративлă патшалăх пек упраса хăварса аталантарса пырассишĕн тăрăшасси;

и) чăваш тавар кăларакансен прависемпе интересĕвене хÿтĕлесси;

к) Чăваш Республикин экономикă, суту – илÿ тата ытти çыхăнăвĕсене Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче тата тĕнче шайĕнче сарса ярасси;

л) кил – йышăн, амăшĕсемпе ачисен, çамрăксен, ватăсен тата хÿтлĕх кирлĕ ытти ушкăнсен прависене хÿтĕлеме пулăшасси;

м) Чăваш Республикин экологи таврашĕпе çут çанталăк пуянлăхне упрасси тата вĕсене хÿтĕлесси.

2.2. Хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçлама Организаци:

а) хăйĕн ĕçĕ - хĕлĕ пирки ирĕклĕ майпа хыпар сарать;

ă) вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйуправлăх органĕсен йышăнăвĕсене хатĕрленĕ çĕрте хутшăнать;

б) пухусем, митингсем, демонстрацисем, çÿрÿсемпе пикетсем ирттерет;

в) массăллă информаци хатĕрĕсем уçать тата издательство ĕçне йĕркелет;

г) патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйуправлăх органĕсенче тата обществăлла пĕрлешÿсенче организацин хăйĕн тата хăйĕн уйрăм членĕсен, хăйне майлисемпе урăх граждансен прависене палăртать тата хÿтĕлет;

д) общество пĕрлешĕвĕсем çинчен калакан саккунта кăтартнă полномочисене туллин пурăçа кĕртсе пырать;

е) общество пурнăçĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсемпе пуçарусем тăвать, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйуправлăх органĕсене тĕрлĕрен сĕнÿсем парать;

ĕ) Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин саккунĕсепе килĕшÿллĕн суйлавсемпе референдумсенче хутшăнать;

б) Раççейри тата тĕнчери çыхăнусене йĕркелесе ярса вĕсене тытса пырать, тĕнчери тата регионсем хушшинчи патшалăхпа çыхăнман организацисен ĕçĕсене хутшăнать;

в) организацин ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе курссем, вĕрентÿ центрĕсем йĕркелет тата конференцисем, семинарсем, симпозиумсемпе канашлусем ирттерет.

3. ОРГАНИЗАЦИРИ ЧЛЕНЛĂХ

3.1. ЧАП хăйне хăй тытса пыракан, ирĕклĕ членлăхлă тата пĕр пек интерессене пула йĕркеленнĕ çынсен общество организацийĕ.

3.2. Раççей Федерацийĕн 18 çул тултарнă, хăйшĕн хăй явап тытма пултаракан гражданĕсем – уйрăм çынсем тата юридици сăпачĕсем – общество пĕрлешĕвĕсем, çак Устава йышăнса унта палăртнă тĕллевсемпе задачăсене пурнăçлама хутшăнакансем тата организацине кĕрессишĕн тата ят укçи тÿлесе тăракансем çак Организаци членĕ пулма пултараççĕ.

3.3. Организацин мĕн пур членĕсем те пĕр пек праваллă тата пĕр пек яваплă.

3.4. ЧАП членĕсен çакăн пек ирĕксем пур:

а) унăн ĕçне хутшăнма;

ă) организацин ертсе пыракан тата тĕрĕслесе тăракан органĕсене суйлама тата суйланма;

б) организацин тĕллевĕсемпе задачисене пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсене тунă чухне май пур таран пулăшу илме;

в) унăн ĕçĕ - хĕлĕ çинчен пур хыпара та илме тата ăна сарма;

г) çак Уставра кăтартнă йĕркепе организацин ертсе пыракан органĕсемпе уйрăм çынсен ĕçĕсене тĕрлĕ майпа тиркеме;

д) организацирен ирĕклĕн тухма.

3.5. ЧАП членĕсем тивĕçлĕ:

а) çак Устава пăхăнма;

ă) унăн тĕллевĕсемпе задачисене пурнăçа кĕртсе пыма хутшăнма;

б) организацин ертсе пыракан органĕсен йышăнăвĕсене пăхăнма;

в) унăн идейăллă тата организациллĕ пĕрлĕхне чăмăртама пулăшма;

г) организацине çĕнĕ çынсене хутшăнтарма;

д) унта кĕнишĕн тата çулталăкра пĕрре ят укçи тÿлеме.

3.6. Организацин çулталăк тăршшĕнче те ят укçи тÿлеймен членĕ тепĕр çулăн январĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа ЧАПран хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă шутланать.

3.7. Çак Уставра палăртнă тĕллевсене хирĕç ĕçсем туса пынăшăн организаци членĕсене палăртса хунă йĕркепе ЧАПран кăларса яма пултараççĕ.

3.8. Организацин Уставĕнче палăртнă тĕллевсене йышăнса уншăн тăрăшакансем, анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула ЧАПа кĕменнисем, унăн ĕçне майлисем пулса хутшăнма пултараççĕ.

4. ЧАП ТЫТĂМĔ ТАТА ĂНА ЙĔРКЕЛЕССИ

4.1. ЧАП тытăмĕ организацин ертсе пыракан органĕсемпе вырăнти уйрăмĕсенчен тăрать.

4.2. Çулталăкра пĕр хутчен пуçтарăнакан Аслă Пуху ЧАПăн чи аслă органĕ шутланса тăрать. Черетсĕр Аслă Пуху унăн Канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пуçтарăнать.

Аслă Пуху делегачĕсене Канаш палăртнă нормăпа килĕшÿллĕн унăн регионти уйрăмĕсем суйласа яраççĕ. Хăйсен статусĕсемпе килĕшÿллĕн ЧАП Канашĕн Председателĕ, унăн çумĕ, Контрольпе ревизи комисси членĕсем тата организацин вырăнти уйрăмĕсен ертÿçисем Аслă Пуху делегачĕсем шутланаççĕ. Аслă Пухура унта суйласа янă делегатсенчен çур пайĕнчен ытларах хутшăнать пулсан вăл правомочиллĕ шутланать. Аслă Пуху йышăнăвĕсене унта хутшăнакан делегатсен çурри ытларахăшĕ майлă сасăланипе йышăнаççĕ.

4.3. Кашни уйăхран сайрарах мар пуçтарăнакан Канаш ЧАПăн Аслă Пухăвĕсен хушшинче Организацин чи аслă органĕ шутланать. Черетсĕр Канаш унăн Председатель йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пуçтарăнать. Канаш ларăвне унăн членĕсен çур пайĕнчен ытларах хутшăнсан, вăл правомочиллĕ шутланать. Канаш йышăнăвĕсене унта хутшăнакансен çурри ытларахăшĕ майлă сасăланипе йы- шăнаççĕ.

4.4. Председатель Организацин должноçра тăракан чи аслă сăпачĕ шутланса тăрать, вăл Аслă Пухăвăн ĕçне йĕркелесе пырать, вăлах Канашăн ларăвĕсене ертсе пырать. Председатель ĕçне, вăл çук чухне, унăн çумĕ тытса пырать.

4.5. ЧАП Канашĕн Председательне альтернативăллă майпа кăна суйлаççĕ.

4.6. Контрольпе ревизи комиссийĕ ЧАПăн чи аслă тĕрĕслесе тата сыхласа тăракан органĕ шутланать. Унăн ларăвне комисси членĕсен виç пайĕнчен икĕ пайĕ хутшăнсан тин вăл правомочиллĕ шутланать. Комисси йышăнăвĕсене унта хутшăнакансен çурри ытларахăшĕ майлă сасăланипе йышăнаççĕ.

4.7. Организацин вырăнти уйрăмĕ ЧАПăн тытăмне кĕрет, ăна Чăваш Республикин вырăнти хăйуправлăх территорийĕнче йĕркелеççĕ. Хăйĕн ĕçне вăл çак Уставпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пырать.

5. ЧАПĂН ЕРТСЕ ПЫРАКАН ТАТА ТĔРĔСЛЕСЕ ТĂРАКАН ОРГАНĔСЕМ. ВĔСЕН ПОЛНОМОЧИЙĔСЕМ

5.1. ЧАПăн чи аслă органĕ Аслă Пуху шутланать, вăл çак уставпа килĕшÿллĕн мĕн пур пек ыйтупа та йышăну кăларма пултарать. Кунсăрăн пуçне Аслă Пуху çеç:

а) Организацине йĕркелесе ярать, унăн Уставĕпе програмăллă докуменчĕсене йышăнать, вĕсене хушăмсемпе улшăнусем кĕртет, организацине реорганизацилет тата хупса хурать;

ă) идеологи никĕсĕсене хывать тата организацин тĕп çул – йĕрĕсене палăртса хăварать;

в) Организацин тытăмне тата ертсе пыракан органĕсене никĕслесе вĕсене кирлĕ пек полномочисем пайласа парать;

б) ЧАП Канашĕн Председателĕпе унăн çумне, Канаша, Контрольпе ревизи тата ытти комиссисене суйласа вĕсене полномочисем пайласа парать;

в) Организацин Канашĕн, Контрольпе ревизин, ытти комиссисен тата Председателĕн отчечĕсене пăхса тухса вĕсене çирĕплетет;

г) ЧАП ячĕпе хисеплĕ ятсем, наградăсем, парнесемпе пособисем çирĕплетет;

д) Организацин бюджетне пăхса тухса ăна çирĕплетет;

д) хăйĕн ячĕпе постановленисем, пĕлтернисем, резолюцисем, декларацисем тата ытти документсем йышăнать.

5.2. Аслă Пухусем хушшинче Канаш ЧАПăн ялан ĕçлекен чи аслă ертсе пыракан органĕ шутланать. Вăл, Аслă Пуху анчах йышăнма пултараканнисемсĕр пуçне, ытти мĕн пур пек ыйтупа та çак уставпа килĕшÿллĕн йышăнусем тума пултарать. Кунсăрăн пуçне вăл:

а) Аслă Пухăва пуçтарать, унăн делегачĕсен квотине, унта пăхса тухмалли кун йĕркипе ытти ыйтусене палăртать тата çирĕплетет;

ă) ЧАПа вырăнсенчи уйрăмĕсене илет, вĕсене организацинчен кăларса ярать, вĕсен ĕçĕсен тĕп çул – йĕрĕсене координацилет тата вĕсене пулăшса тăрать;

б) ЧАПа илессипе тата унтан кăларса ярассипе çыхăннă вырăнти организацисен йышăнăвĕсене çирĕплетет, вĕсем йĕркеленсе çитиччен уйрăм членсене Организацине йышăнать тата кăларса ярать;

в) хăйĕн кулленхи ĕçĕ – хĕлĕ çинчен Председателĕн хыпарне итлет;

г) организацин мĕн пур пек тытăмĕсем çак Устава епле пăхăнса ĕçленине тĕрĕслесе тăрать;

д) ĕçлекен саккунсемпе килĕшÿллĕн ЧАП ячĕпе Раççей Федерацийĕнче тата унăн тулашĕнче общество, ыркăмăллăх, коммерци тата ытти тĕрлĕ организацисемпе предприятисем йĕркелесе яма пултарать;

е) ЧАП çумĕнчи канашлакан тата консультациллĕ органсене йĕркелесе ярса вĕсен ĕçĕсене координацилесе тăрать;

ĕ) Организацине кĕнĕ чухнехипе ят укçи тÿлессипе çыхăннă ыйтусене татса парать.

5.4. ЧАП Канашĕн Председателĕ Организацин должноçра тăракан чи аслă сăпачĕ шутланса тăрать. Вăл:

а) Аслă Пухăвăн ĕçне тата вĕсен хушшинче Канашăн ларăвĕсене ертсе пырать;

ă) ЧАП ячĕпе юридици сăпачĕ пулса патшалăх влаçĕпе вырăнти самоуправлени органĕсемпе, коммерци тата коммерципе çыхăнман организацисемпе, общество организацийĕсемпе, политикă партийĕсемпе тата ытти органсемпе çыхăнать, унта организаци интересĕсене хÿтĕлет;

б) Канашпа килĕшсе татăлса ЧАПăн ĕç органĕсене йĕркелесе ярать те вĕсене ертсе пырать;

в) Организаци ячĕпе Раççей Федераци территорийĕнче е унăн тулашĕнче банк е урăх кредит учрежденийĕсенче Раççей укçипе е урăх çĕршыв валютипе счетсем уçать, гражданла право килĕшĕвĕсем тăвать те вĕсене пурнăçласа пырать;

г) ЧАПа тата унăн суйланă органĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме майсем туса парать;

д) хăйĕн ĕçĕ пирки Аслă Пухăва отчет туса парать, Канаша хыпарлать;

е) Тара кĕрĕшекенсемпе Организаци ячĕпе ĕç килĕшĕвĕсем тăвать те вĕсене пурнăçласа пырать;

ĕ) организацине пурлăхпа финанс енĕпе тытса тăрать.

ЧАП Председателĕ вăл е ку сăлтавпа хăйĕн ĕçне тытса пыраймасть пулсан, унăн ĕçне çумĕ пурнăçласа пырать.

5.5. Контрольпе ревизи комиссийĕ ЧАПăн чи аслă тĕрĕслевпе сыхлав органĕ шутланать, вăл кирек те хăш вăхăтра Организацин пур органне те хуçалăхпа финанс ĕçĕсене мĕнлерех туса пынине тĕрĕслеме пултарать тата унăн пур органĕсемпе членĕсем çак Устава мĕнлерех пăхăнса ĕçленине тĕрĕслесе тăрать. Унăн йышне тата ертÿçине Аслă Пуху суйласа хăварать, вăл хăйĕн ĕçĕнче ЧАПăн нимĕнле органне те пăхăнмасть, хăйĕн ĕçĕ çинчен Аслă Пухăва анчах отчет туса парать. Çак комисси ыйтнипе ЧАПăн пур органĕ те хуçалăхпа финанс ĕçĕпе çыхăннă документсене кирек хăш вăхăтра та кăтартма тивĕçлĕ. Комисси ЧАП тата унăн органĕсен идеологипе, йĕркеленÿпе, хуçалăхпа финанс енĕсемпе çыхăннă кулленхи ĕçĕсене хутшăнма пултараймасть. ЧАПăн кирек мĕнле органĕ е членĕ хуçалăхпа финанс ĕçĕсене тĕрĕс мар туса пынине тата Устава пăхăнса ĕçлеменнине тупса палăртсан, комисси çакăн çинчен ним тăхтаса тăмасăр Канашпа унăн Председательне пĕлтерет. Контрольпе ревизи комиссийĕн членĕсем ЧАПăн урăх ертсе пыракан органĕсен членĕсем, организацинче ĕçлекенсем пулма пултараймаççĕ.

5.6. Организаци ялан е вăхăтлăх ĕçлекен тата ытти органĕсене те йĕркелесе яма пултарать.

6. ОРГАНИЗАЦИН ПУРЛĂХĔПЕ МУЛĔ

6.1. ЧАПăн пурлăхĕпе мулĕ Организацине кĕнĕ чухне тÿленĕ тата ят укçисенчен, ыркăмăллăх укçинчен, организацин хăйĕн е вăл хутшăннипе йĕркеленĕ предприятисемпе организацисен коммерципе хуçалăх ĕçĕ паракан укçаран, тата саккунпа килĕшсе тăракан ытти майпа килекен тупăшран пуçтарăнать.

6.2. ЧАПăн хăйĕн харпăрлăхĕнче, хуçалăх тытăмĕнче е оперативлă управленийĕнче çĕр лаптăкĕсем, çуртсем, хуралтăсем, çурт – йĕр фончĕ, транспорт, оборудовани, ĕç хатĕрĕ, укçа, акци, хаклă хутпа ытти урăх тĕрлĕ япала пулма пултарать. Кунсăрăн пуçне, организацин харпăрлăхĕнче учрежденисем, издательствăсем, массăллă информаци хатĕрĕсем пулма пултараççĕ.

6.3. ЧАПăн пурлăхĕпе укçи унăн уставĕнче палăртнă тĕллевĕсемпе задачисене пурнăçланипе çыхăннă ĕçсене тума анчах кайма пултараççĕ, вĕсем организацин йĕркелевçисемпе членĕсем хушшинче пайланма пултараймаççĕ.

6.4. Вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн, ЧАП пайталăх ĕçне хăйĕн уставĕнче палăртнă тĕллевĕсемпе задачисене пурнăçлама анчах туса пырать. Çавăнпа çыхăннă ĕçрен килекен пурлăха та организацин йĕркелевçисемпе членĕсем хушшинче пайлама юрамасть.

6.5. Организаци хăйĕн ĕçĕн учетне туса пырать, саккунпа килĕшÿллĕн бухгалтерпа статистика отчечĕсене парса тăрать, патшалăх налукне тÿлет тата бюджетпа çыхăнман фондсене саккунпа палăртнă тÿлевсене хывса тăрать.

7. ЧАПА РЕОРГАНИЗАЦИЛЕССИПЕ ХУПАССИ

7.1. ЧАПа реорганизацилеме Аслă Пуху решенийĕпе килĕшуллĕн, делегатсен виç пайĕнчен икĕ пайĕ ун майлă сасăласан кăна пулать.

7.2. Хутшăну формиллĕ реорганизацисĕр пуçне, патшалăх çавна пула çĕнĕрен йĕркеленнĕ организацисене регистрацилесен тин ЧАП реорганизациленнĕ шутланать. ЧАП çумне урăх юридици сăпачĕ хутшăнсан, вăл патшалăх реестрне хутшăнакан юридици сăпачĕ хайĕн ĕçне пĕтерни çинчен çырса хурсан анчах реорганизациленнĕ шутланать.

7.3. Реорганизациленнĕ хыççăн ЧАП пурлăхĕ çĕнĕрен йĕркеленнĕ юридици сăпачĕн аллине вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн куçать.

7.4. Организацине Аслă Пуху йышăнăвĕпе е, саккунпа килĕшÿллĕн, судăн вăя кĕнĕ йышăнăвĕпе анчах хупма пулать.

7.5. Организаци çавăн пирки Аслă Пуху делегачĕсен виç пайĕнчен икĕ пайĕ майлă сасăласан тин хупăннă шутланать.

7.6. Çавăн çинчен юридици сăпачĕсен патшалăхăн реестрне кĕртсен тин организаци пĕтнĕ, реорганизаци вĕçленнĕ шутланать.

7.7. ЧАПа хупнă чухне ликвидаци комиссине йĕркелеççĕ. Саккунпа тата çак Уставпа килĕшÿллĕн вăл организаци пурлăхĕн, укçин тата ытти япалисен шăпине татса парать.

7.8. ЧАПа хупнă хыççăн юлнă пурлăха, кредиторсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе пĕтерсен, çак Уставпа палăртнă тĕллевсемпе задачăсене пурнăçлама ямалла.

8. ВĔÇЛЕКЕН ПОЛОЖЕНИСЕМ

8.1. Малтан Канашра сÿтсе явса е унсăрах та Аслă Пуху анчах çак Устава улшăнусемпе хушăмсем кĕртме пултарать. Ун пек чухне Аслă Пухура унта суйланă делегатсен виççĕшĕнчен икĕ пайĕнчен кая мар хутшăнмалла. Кунсăр пуçне, çав йышăну майлă Пухăва хутшăнакан делегатсен виçĕ пайĕнчен иккĕшĕнчен кая мар сасăламалла.

8.2. Çавăн пирки тунă йышăнусене патшалăх саккунпа килĕшÿллĕн регистрацилесен тин вĕсем юридици вăйне кĕреççĕ.


Чăваш Республикинчи «Чăваш аталанăвĕн пĕрлешĕвĕ» общество организацийĕн йĕркелÿ пухăвĕнче йышăннă.


Чăваш Республики

Шупашкар хули

2005.12.04

No comments: