2007/07/16

«ФАУст – 2, е Эфемероптера каçĕ» роман-киллерĕн 2-мĕш сыпăк «Дилетант» – пайĕнчен

«Юкур Кули» - «ФАУст-2, е Эфемероптера каçĕ» темĕн умĕнхи уç сăмах.

Çак хайлавăн пĕр пайне вуласа пĕтерме хал çитерепĕрех тесе шутлама пултарма хăю çитерекен ним чыса та намăса та пĕлмен тус-тăванăмсем!

Ытарса пĕтермелле мар тăвансем – атьсем - чăвашсем!

Çак хăйсен амăшĕсен сĕчĕпе те, ашшĕсен патакĕпе те ăса кĕрсе çитмен, хĕсене пурнăç тем пек кучĕсенчен тапсан та çын манерлĕ пулаяс çук Володя Степановпа Ион Шеремете пулăшмаллах пулĕ. Кам та кам ку ăнман айван ачасене çак роман - киллера кăларма укçа - тенкĕпе пулăшмалăх тăнккиленет - Интернетри ак - çак блогра хăвăрăн ятăр - шывăра хăварăр. Вара роман авторĕпе ун тĕп паттăрĕ Сирĕнпе çыхăнĕйĕç, пулăшу илейсен тата хыр тăррине хăпарма пултарнă таран выçса çитнĕ хырăма ыраш çăкăр чĕлли лекнĕ чухне ĕсĕкленсе тухма пултараякан тутлă тав сăмахĕпех пуççапĕç.

Роман-киллер дилерĕ пулма хушнă Юкур Кули.


Ай! – внимание!

Ай-хай! – предельное внимание!

Тĕнчере пĕтĕмĕшле ăшăтсани поляр унки леш енчи хăрушла та чи хулăн тирлĕ упасене кăна мар, Чăвашрах сĕнккесе те ĕнтĕркесе ларнă-тăнă та выртнă Волочă Степановпа Ион Шеремете те вăратнă. Чăваш халăхĕн тава тивĕçсĕр ик патак ачи «ФАУст – 2, е Эфемероптера каçĕ» роман-киллера – те çапса, те тапса – Чăваш тĕнчине кăларса пăрахасшăн. Романăн 1-мĕш пайĕ – «Профессионал» – тахçан «Аван-и» хаçатра тухнăччĕ, халĕ вулакана сĕнекен пĕр пĕчĕккиç сыпăк 2-мĕш – «Дилетант» – пайĕнчен. Романăн çак пайĕн пайне Волочăпа Юнăс ăнса пулнă чăваш ачисене реклама вырăнне вулама те сĕнеççĕ, те ыйтаççĕ – пĕлсе пĕтерес çук вăл этемсене. Ачисем те тата – те ухмах, те ухмах та мар – мушпăть романа кăларма пулăшакан меценант-спонсăр тавраш тупăнмасть-ши тесе шанаççĕ. Ну шанччăр апла... Тен, пур та пуль шаннă йăвара кайăк мар пулсан та хоччапă пĕрер шăтук ăш çăмарта – шаннă йăва шăннă йăва мар!

Асăрхаттарни!

Роман-киллера чăваш литературине, искусствине, культурине юратакансем валли мар – хайлава чăваш халăхне те культурине юратман та чăтма пултарайман çынсем валли çырнă.

Ачаш та çепĕç чунлă этемсен роман-киллера вулама юрамасть – вăл вĕсен ăс-тăнĕшĕн, чунĕшĕн тата сывлăхĕшĕн сиенлĕ.

Çыравçăсен тата çыравçăсен çыравçисен – писатель-поэтсен, критиксен, литература тĕпчевçисен – романа вулама кăна мар, ăна тытса е уçса пăхма та пач юрамасть.

Мухтав юрри

(тĕнчери чи паттăр тараккан)

Паттăрсене мухтаса ĕçкĕ ĕçнĕ чух аса илĕр, туссем, «Князь Суворов» эскадра броненосецĕн тĕттĕм трюмĕн тĕттĕм тĕпĕн тĕттĕм тĕпĕнче асапланса пурăннă ахаль тараккана. Ăна çут тĕнче кăмăлламан, çут тĕнче ăна ачашламан, ăна ытти тараккансем хăйсем те юратман. Çăкăр та паман - выçă усранă, ĕçме вара кула-кула тинĕс шывĕ çеç ĕçтернĕ. Унăн ĕмĕрĕнче пĕр тараккан ами те пулман, карап çинчи военно-морской тараккансем хушшинче вăл кăна пĕртен-пĕр девственник пулнă.

Авторăн лириккăллă чарăнăвĕ, ушĕ çак уйрăмлăх - тараккан амине курманни те хыпашласа пăхманни - Ион Шеремет контекстĕнче, сăпайлă майрасем калашле, это - полный копец! Çак трагеди тарăнлăхне ăнланаймарăр пулсан, тухса чупăр Юркка Яковлев эстет та критике шырама. Ăна çак романа вулама ятарласа ирĕк панă, вăл сире Ион Шеремет чунĕн трагедине автор мĕнле комплекслăн та хăватлăн çутатса панине питĕ лайăх, ăнланмасан вара тапа-тапа парсах, ăнлантарса парĕ.

Туслăх та, юрату та, хĕвел çути те курман çав тараккан. Черетлĕ çар звани пама вăхăт çитсен, тараккан ахфицерсем унран кулса «старший матрос» вырăнне «капрал» званине панă. «Наполеон та капрал пулса курнă, эсĕ мĕнрен унран кая. Эс те халĕ ун пекех пĕчĕк капрал» - тесе лăх-лăх лĕхлетнĕ.

Тараккансен шăпи ахаль те синкерлĕ, тахçан çак хурт-кăпшанкăсем сывлăшра та вĕçме пултарнă, чипер чĕкеç кайăк пекех мăшăр е ик мăшăр çунатлă пулнă. Эволюци вара вĕсемпе мĕнле тискеррĕн хăтланнă. Эволюци чи чаплă упăтерен ахаль этем пекки тукаласа янă пулсан, таракканран вара - пучти кайăк хурмăллă япаларан - пысăк пыйтă манерлĕ ним латти çук биоконструкци тунă та хунă. Синкерлĕх вĕт ку, чăн-чăн трагеди.

Ĕçĕр-çийĕр – паттăрсене, паттăрлăх юррисене аса илме тăрăшăр, анчах пĕчĕк капрал тараккана манса ан кайăр. Вăл тараккан девственник çеç мар, пĕчĕкренпех инвалид пулса хĕн курса пурăннă. Ытти тараккансем ултуран рысаксемле ĕрĕхсе те ĕрĕхтерсе чупса çÿренĕ пулсан, кун вара тăватă ури хуçăк пулнă. Анчах пуçне усман вăл, протез пеккисем туса трюм тĕпĕн тĕпĕнче кăштăртатса çÿренĕ, сĕтĕренсе те хуллен, утмассерен йынăшса та ахлатса нушаланнă.

«Князь Суворов» броненосец вут ăшне путнă тимĕр купи утрав пек тинĕсе пута пуçласан, çак телей пĕлмен тараккан капрал икĕ сывă урипе те тăватă протезĕпе кăштăртатса яппун тинĕс-çар таракканĕсемпе юлашки те вилĕмлĕ çапăçура тĕл пулма палуба çине хăпара пуçланă. Ун имшер те почти прозрачнăй кĕлетки паттăрлăхăн таса тавăрулăх таса хăвачĕпе тулнă. Çавна пула çуталса тăнă вăл, хитин тирĕ витĕр пĕтĕм пырши-пакарти ялтăраса курăнса пынă.

Йĕри-тавра паттăрăн вилнĕ моряксем, вĕсенчен кая мар паттăрлăхпа пуç хунă тинĕс-çар йĕкехÿрисем чĕп-чĕрĕ юн ăшĕнче ишсе çÿренĕ. Шучĕ çук военно-морской тараккансем карап бронине ирĕлтерекен çулăм ăшĕнче вут хĕлхемĕ пек хыпса-çунса тараккансен вальхаллине чăн-чăн викингсем пек пачки-пачкипе ăсаннă.

Аслă та юнлă вăрçă çулĕ çинче - палуба çине хăпарнă май - пĕчĕк капрал 5-мĕш сывă урине çурмалла шарт! хуçса пăрахнă. Сĕтĕренсе чăрмантарса ан пытăр тесе вăл хуçăк урине юлашки сывă 6-мĕш урипе ярса илсе ăна пĕç тĕпĕнчен какайĕ-масарĕ тăпăлтарса кăларса илсе аяккалла ывăтса янă. Тÿрех ун пуçĕ тавра герой нимбĕ ялкăшса кайнă, вăл ĕнтĕ тек нимĕн те тумасса та пултарнă, вăл ушĕ хăрушла паттăрлăх кăтартнă чăн-чăн паттăр пулса та тăнă. Паттăр таракан хăй чăн-чăн паттăр пулса тăнине сисмен те-туйман та, ăна орден-медальсем кирлĕ пулман, чап ăна илĕртмен, мухтав ăна астарман. Юн юхтарса пĕчĕк капрал-герой малалла та çÿлелле 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш тата 4-мĕш протезĕсемпе те юлашки сывă 6-мĕш урипе кăштăртатнă.

Сĕтĕрĕнсе тухнах вăл вутпа çулăм витĕр палуба çине. Анчах Турă ăна ĕмĕрĕнче пĕрре те пулин хĕвел çути курма пÿрмен иккен. Тÿпене хура тĕтĕм карнă та сырнă, хĕвел çути ун витĕр лачкам тар айне пулнă тараккан çине ÿкеймен, пĕлĕтрен хура кĕл çунă. «Это называется сумерки богов», - шутласа илнĕ пĕчĕк капрал-инвалид-девственник-герой.

Йĕри-тавралла пăхса çаврăннă та вăл - ăна тискер куçлăн та усаллăн пăхакан яппун тинĕс-çар таракканĕсен адмиралне тăрук курах кайнă. Яппун броненосецĕн борчĕн леерĕ çинех хăпарса ларнă та адмирал тараккан, ĕмĕр тăршшĕпе выç кашкăрла раççей военно-морской таракканĕсене чĕрĕлле çисе çын пулнăн натуральнăй людоед пек пĕчĕк капрала кураймасăр шăтарасла тинкернĕ. Пĕчĕк капрал вара куçне тартман, каялла çаврăнса тарман, башня патне чупса пырса ал айне лекнĕ заряда ярса илсе те ывăтса ярса яппун таракканне броненосецăн 305 миллиметрлă снарячĕпе тÿрех çамка урлă шаплаттарма вăйĕ çитменшĕн çеç питĕ-питĕ тарăхнă.

Тарăхнипе шаплатса çурăлса кайма хатĕр тараккан хăлхине мăнаçлă сасă кĕрсе кайнă. Тÿперен Наполеон Бонапарт сасси кĕрленĕ, «Юлташ, капрал званине нихăçан та намăса ан яр!» - тенĕ французла акцент инвалид-героя. Озарени пекки пулса илет пĕчĕк капралăн пĕчĕк пуçĕнче. Паттăр тараккан 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш тата 4-мĕш протезĕсемпе юлашки 6-мĕш сывă урине татса тăпăлтарса кăларать те вут ăшне чикет. Факел пек хыпса илет татăк ура. Пĕчĕк капрал кучĕ çине тайăнса протезĕсемпе çунакан татăк урине меллĕрех тытать те – яра парать унпа яппун таракканне. Шăп çак самантра кинори пек вăхăтлă та вырăнлă вăштăр çил сиксе тухать, факел-урана ярса илет те малалла вирхĕнтрет. Таракканăн тĕтĕм кăларса çунакан ури яппун таракканĕсен адмиралне прямой наводкой тÿрех çамкаран пырса шаплаттарать. Лешĕн сразу – сотрясение мозгов, потеря сознания, а какшĕ. Тăнне çухатнă пулсан та урисемпе леера аран тыткаласа ларакан адмирала шухă çил палуба çине илсе ывăтать, унăн пуçĕ йăсăрлана пуçлать, ăна вут хыпса илет, факел-ура хăйĕн паттăр ĕçне тунă-тунах. Çитменнине яппун таракканĕ тата чыслăн çунса та вилеймест. Ăна, без сознания тĕтĕм-çулăм кăларса выртаканскере, пĕр яппун матрусĕ асăрхамасăр таптаса лачăртаттарса хăварать - позор для самурая. Çунса пĕтиччен хăвăрт кăна тăна кĕрсе хăвăрт кăна харакири туса пăрахса ĕлкĕресси пулмасть таракан адмиралăн – позор!

Кассăн-кассăн вĕрсе илнĕ тинĕс çилĕ хура тĕтĕме салатать, вара пĕчĕк капрал-инвалид-девственник-герой тараккан ĕмĕрлĕхех куçне хупас умĕн хĕвел çути курса юлаять, «Акă иккен мĕнлерех иккен вăл – сар хăвел». Сисмесĕрех ик куçĕнчен пĕрер витре вĕри куççуль юхса анать пĕчĕк паттăрăн. Паттăрлăх тĕнчене кутăн çаврать, Турă çырнине, шăпа пÿрнине пăхмасăр курса юлать-юлатех пĕчĕк тараккан хĕвел шевлине. Çакăнпа вĕçленет «Мухтав юрри».

***

Ну халь кăштик ăнлантăр пуль Ион чун синкерлĕхĕн тĕпсĕрлĕхне. Тÿрех калас, «Мухтав юррин» тĕп геройĕн пурнăçĕпе çеç мар, комплекслăн, пĕтĕм Цусима çапăçăвĕ витĕр ăнланма тăрăшмалла çак ачан чунĕн трагедине. Çакна та пĕлĕр, «Мухтав юррин» юлашки эпизодне никам та пĕлмест, ăна никам та илтмен, никам та вуламан – это было тайной особой важности. Çапах та сире автор, по большому секрету, каласа парать çак истории мĕнле вĕçленнине.

Мухтав юрри

(вĕçĕ)

Хăй ĕмĕрĕнче пуçласа та юлашки сар хĕвел çутине курса ĕлкĕрнĕ пулсан та, пĕчĕк капрал тараккан хăйĕн факел-ури яппун тараканне çамка урлă пырса çапнине вара курайман. Юлашки вăй-халĕсем пĕтсе килнипе вилмен вăл, паттăррăн куçне хупса та ĕлкĕреймен вăл. Тĕрĕссипе ун вилĕмĕ тата синкерлĕрех, анчах мăнаçлăран та мăнаçлăрах килсе тухнă. Ун пек вилĕмпе Турăсем кăна вилме пултараççĕ. Ун пек вилĕм пирки юрă хывма сăмах, юрлама кĕвĕ çук этем чĕлхинче те ăсĕнче.

Чăн-чăн паттăр тараккан – ĕмĕрне те хĕвел çути курманскер, мĕнле курать вăл çутă-сарă хĕвеле - савăннипе ун пĕчĕк чĕри шарт! çеç çурăлса та каять. Типсе çуннă турат пек çурмалла шартлатать. Тÿрех тата, ĕмĕрне пĕрре хĕвел çине пĕрремĕш хут пăхнăран, паттăртан паттăр тараккан куç хупса илнĕ çĕре сĕм-суккăр пулать те тăрать. Чăтма май çук тепĕр хуйăх килсе çапнăран хурланнипе вара ахаль те шаплатса çурăлнă чĕри ун иккĕмĕш хут шаплатса çурăлать. Шăп çак вăхăтра тата унăн икĕ хут шаплатса çурăлнă чĕрине чĕриренех 300 миллиметрлă яппун снарячĕ пырса çапать те сывлăша кисретсе çурăлать. Виççĕмĕш хут тĕпĕ-йĕрĕпе арканать таракканăн паттăр чĕри, тинĕс шывĕ юнпа хĕп-хĕрлĕ хĕрелет.

Çапах та, тем каласан та, кăшкăрса йĕрсе ярса ниçта кайса кĕрейменрен тимĕр çăпала аврине пĕрре çыртса татса илсен те чăн-чăн синкерлĕх мар çакă. Çук, атьсем. Тата тепĕр хăрушла телейлĕ самант та пулнă у таракканнăн ăнса тухман пурнăçĕнче.

Яппун снарячĕ хăйне пырса-çурăлса çапса вечная память те аминь туса пăрахасси 0,0000000000000000000000000000000000000000000000000000000001 çеккунт юлсан у таракканнăн каллех высшее озарение пекки пулма ĕлкĕрет, темле майпа вăл темскерле Чăваш çĕрĕ çинче ушĕ 1899 çултах чăвашсен пулас хăватлă поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнине таçтан муртан – скорее всего, с помощью высших сил – пĕлет те ăнланать. Çавăнпа вилĕме хумханмасăр та хăрамасăр, лăпкăн кăна кĕтсе илнĕ вăл, иртет çу уйăхĕ (унсăрах), кайран çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа уйăхĕсем (унсăрах) черетленĕç, унсăрăнах çитĕ хура кĕрпе чÿк уйăхĕ те Казак Мишши, пулас Çеçпĕл, ушĕ 6 çул тултарĕ. Çавăнпа ытама кĕмен, кĕреш пысăкăш, япппун снарячĕ ним шеллемесĕр, никама та пĕр грамм та юратмасăр телейсĕр кăпшанкăн телейсĕр организмне пырса çапнă теме те çук кунта – телейпе витĕр тулнă тараккан пулса паттăрсен вилĕмĕпе миллион-миллион пая чăл пар паттăррăн арканнă вăл. «Четыре года рыскал в море наш корсар. В боях и штормах не поблекло наше знамя. Мы научились штопать паруса И затыкать пробоины телами... Вот развернулся боком флагманский фрегат, И левый борт окрасился дымами. Ответный залп - на глаз и наугад. Вдали пожар и смерть. Удача с нами!... На нас глядят в бинокли, в трубы сотни глаз, И видят нас, от дыма злых и серых, Но никогда им не увидеть нас Прикованными к веслам на галерах! Неравный бой. Корабль крепится наш. Спасите наши души человечьи! Но крикнул капитан, – На абордаж! Еще не вечер! Еще не вечер! Кто хочет жить, кто весел, кто не тля – Готовьте ваши руки к рукопашной! А крысы пусть уходят с корабля - Они мешают схватке бесшабашной! (Автор çак юрăра В. Высоцкий йĕкехÿресене тивĕçлĕ хак паманни пирки асăрхаттарнăччĕ ĕнтĕ.) Лицо в лицо, ножи в ножи, глаза в глаза! Чтоб не достаться спрутам или крабам, Кто с кольтом, кто с кинжалом, кто в слезах, - Мы покидали тонущий корабль. Но нет! Им не послать его на дно - Поможет океан, взвалив на плечи. Ведь океан-то с нами заодно! И прав был капитан - еще не вечер!» (В. Высоцкий)

***

Халь ĕнтĕ автор Ион чунĕн синкерлĕхĕ пирки тек пĕр сăмах та каламасть - хăвăр шутлăр, хăвăр туйăр, веçех хăвăр хăтланăр. Владимир Семенч сăмаххипе çакна çеç калас,

Нет алых роз и траурных лент,

И не похож на монумент

Тот камень, что покой тебе подарил.

Как вечным огнем, сверкает днем

Вершина изумрудным льдом,

Которую ты так и не покорил...

...Другие придут, сменив уют

На риск и непомерный труд,-

Пройдут тобой непройденный маршрут.

Автор - иртни, хальхи, пулса çылăхсене каçарма е каçарттарма ыйтса аминь! тет тет те тет те - Иона аса илет. «Мухтав юррин» комплекслă пафосне мăй таран пĕç тĕп таран ăнланса илес тесен техника информацийĕ кирлĕ, унсăрăн сарă тулла вилсе каясла юратакан пĕчĕк путенерен те 100 хут пĕчĕк тараккан мĕншĕн трюм тĕпĕн тĕпĕнче путса вилсе полнăй пăнтик пулманнине вĕçне çити ăнланса илме май та çук. Герой-инвалид-девственник-капрал таракканăн паттăрлăхĕ, эх ĕнтĕ кăна атьсем, генетически те индивидуаллă уйрăмлăхсемпе çеç мар, яппун снарячĕсен мишенĕ пулнă Раççей карапĕсен конструкцийĕпе те çыхăннă.

Итак или идак, вулаканăм, «Бородино» типлă броненосецсен серийĕ «Бородино», «Александр III император», «Суворов кнеç», «Ăмăрткайăк», «Мухтав» карапсенчен тăнă. Цусима çапăçăвĕнче çак типлă виçĕ броненосец путнă, вĕсем, «Бородино», «Суворов кнеç» тата «Александр III император» («Ăмăрткайăк» эскадра броненосецĕ японецсен аллине лекнĕ).

Вăт пĕл те пĕтер кунта-унта. Здраçте, приплыли. Автор тем амакран чăвашсен тава тивĕçсĕр художникне, çĕршыв тăрăх кусса çÿрекен мухтава тивĕç шабашнике те чăвашсен чи паллă хоккуистне - Мăркач Кулине аса илчĕ кайрĕ те таçта чăнах та кайрĕ, тарчĕ, çухалчĕ - ау, товарищи, адью!

Хокку жанрĕпе анрашса яппуна тайăлнă Мăрчак «ФАУст–2, е Эфемероптера каçĕнче» техника характеристикисене вулама юратать тет те ĕнентерет тет те. Çавăнпа, Мăрчак Кулине пĕлме ятарласа пĕлтерер (Здоровă, Куля, вулан пуль-ха ку йĕркесене, пире халех вилсе выртма çылăх, так что вперед и с песней!).

«Бородино» типлă карапсен прототипĕ – К.П. Боклевский проекчĕллĕ «Цесаревич» броненосец (Францире тунă). «Бородино» типлă серие вара К.Н. Аверин ертсе пынă. 2-мĕш Лăпкă океан эскадрине çак карапсем кĕнĕ,

- эскадра броносецĕсем, «Князь Суворов», «Император Александр III», «Бородино» «Орел» тата кивĕ артиллериллĕ «Ослабя», «Сисой Великий», «Наварин», «Император Николай I», «Адмирал Нахимов»;

- çыран сыхлав броненосецĕсем, «Генерал-адмирал Апраксин», «Адмирал Ушаков», «Адмирал Сенявин»;

- 1-мĕш рангри крейсерсем, «Олег», «Аврора», «Светлана», «Дмитрий Донской», «Владимир Мономах»;

- 2-мĕш рангри крейсерсем, «Жемчуг», «Изумруд», «Алмаз»;

- эскадра миноносецĕсем, «Бедовый», «Блестящий», «Безупречный», «Бодрый», «Буйный», «Быстрый», «Бравый», «Громкий», «Грозный».

Халь Мăрчак Кули пĕлет ĕнтĕ - мĕнлерех бронированнăй хăрушă хăвата яппун адмиралĕ Того,

Хияхиро Того – японский адмирал. Родился 27 января 1848 года, в 18 лет стал моряком, в 1871 году поступил на службу во вновь созданный Императорский флот. Через год Того начал проходить стажировку на британском флоте – 7 лет служил на английских кораблях «Ворчестер» и «Хэмпшир». Изучал математику в Кембридже и кораблестроение в Ширнесс, в устье Темзы. Из Цусимской битвы, в ходе которой Того потерял всего лишь 110 человек и один корабль, Япония вышла великой тихоокеанской державой. Япония оказала Того почести как национальному герою, а его флагман «Микаса» был превращен в мемориал. В 1913 году император назначил Того адмиралом флота и поручил ему руководить воспитанием наследного принца Хирохито. В 1921 году адмирал отошел от активной службы, но остался членом Совета фельдмаршалов и адмиралов. Того умер 30 мая 1934 года, был похоронен с великими почестями. Один из величайших адмиралов в мире, ХияхироТого остается героем для японцев и по сей день. -

çак Того адмирал 2-мĕш Лăпкă океан эскадрине ним вырăнне хумасăр нимĕр туса аркатса тăкнă.

Представьте кăна, дорогой чăвашсем, Рожественский адмирал-аçу хăйĕн хурăç эскадрине темле майпа Атăл тăрăх хăпартса Чăваша персе çитсе шĕкĕр Шупашкара хирĕç тăнă пулсан. - мĕн пулатчĕ, патька, мĕн сиксе тухатчĕ, темле митриш. Броненосецăн 305 миллиметрлă пĕр туппинчен пĕрре персенех тĕнчере чăвашăн тек шăрши-марши юлмастчĕ вĕт, якăрное море. Леш инвалид-таракканĕ енчен те тата пĕр-пĕччен пуçпа та тата тăватă протезĕпе хăйне-хăй Шупашкара десант антарса пăрахнă пулсан. - вçо, атьсем, полнăй -«ец»! - пĕтнĕччĕ чăваш. Юрать тата, Турра шĕкĕр, яппун адмиралĕ Хияхиро Того пĕлмен тĕнчере чăваш та пуррине. Çавăнпа Мăрчак Кули Лăпкă океан-çар флотĕнче пулса курса тинĕс шывне ĕçсе курманнишĕн савăнтăр та малашне те, японă мать! поэзипе аппалантăр - пултарулăхне шав хоккуйлаттăр.

Пур вăл ачан, у Мăрчакăн, фантази тени, пур. Авторшăн, ак – мушпăть урăх чăваш нормальнăй кăна этеммишĕн те – вара я-я-яппун поэчĕн Кикаку Такаран ячĕ ытла та ĕнтĕ тискер те нĕрсĕррĕн илтĕнет, пиртен, высококультурнăй сволочьсенчен, пулаймасть пуль чăн-чăн хоккуист е хоккуйçă - Кикаку чаплă ята эпир сăпайлăн по-яппунски и по-хоккуински таса та тĕрĕс, чыслăн калаймастпăр пуль ĕнтĕ, темле урăх сăмах илтĕнет темме пирĕн.

Атьсем, ăнланăр, Мăрчак мĕн пĕлнине (тата мĕн çырнине) пучти чăваш улăпĕ чунлă тараккан яснă дело, ни бум-бум та ним те ăнкарман, ну тăмана ĕнтĕ. Вăл «Бородино» типлă броненосецсен тĕп бронине яппун снарячĕсем такки çĕмĕрейменнине-шăтарайманнине те чухлайман. Раççей карапĕсем çĕр кăмрăк нумай тиенĕрен остойчивость тенине çухатнă та тинĕс шывĕ вара хурăç хÿтĕлевсĕр борт витĕр шала кĕнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ у - паттăртан та паттăр тараккан-инвалид с детства-святой девственник-трюм Мауглийĕ-тараккансен Робинзонĕ - броненосец ватерлинине çирĕп броня хÿтĕленĕрен, трюм тĕпĕн тĕпĕнчен палуба çине малтан тăват протезпа та икĕ сывă урапа, кайран тăватă протезпа та пĕртен-пĕр сыв уран уксахласа сĕтĕрĕнсе тухма пултарнă. Хăй пĕчĕккиç пулсан та яппун флагманĕ - «Микаса» броненосецĕ енне - пĕчĕк куçĕсемпе тĕнче курайманлăхĕпе пăхнă, хăйĕн пĕчĕк пуçĕ тăрринчи икĕ штук мăйăхне броненосецăн тĕп калибр тупписем пек тăшман енне тĕлленĕ, пурнăçне кăна мар, юлашки сывă урине шеллемесĕр Александр Матросовран кая мар паттăрлăх кăтартнă.

А все же представьте, что случилось бы и что творлось вокруг, где была бы земля, и где находилось небо в случае самодесантирования инвалида-таракана в Шубашкары. Случился бы просто-напросто апокалипсис, Чебоксары стали бы Армагеддоном. И у людей осталась бы последняя надежда.

Шупашкар армагеддонĕ

(апокалипсисла гимн)

Кĕлтăвăр та сăхсăхăр, хальхи те пулас халăхсем, Раççей империйĕн паттăрĕ, Цусима çапăçĕвĕн кĕлеткипе пĕчĕк улăпĕ, самурай ята тивĕçлипе тава тивĕç инвалид тараккан, ним шÿтсĕр, вăрçа тухнине пĕлтермесĕр, НАТО çар планĕсемпе килĕшÿллĕн, чăнласах пĕр-пĕччен те тăр-пĕччен пуçпа та тăватă штук протезĕсемпе те икĕ шарт! хуçăк урипе хăйне-хăй шĕкĕр хуламăр Шупашкара десант антарса ан пăрахтăрах тесе кĕлтăвăр та сăхсăхăр, паянхи халăхсем те пирĕн хыççăн килес те пулас ăрусем.

Енчен те çак термоядерлă бомбăран та хăрушă чисти-çверь Сăтана легионĕн хăрушă та тискер, чунсăр-юнсăр демонĕ евĕр хăйĕн аслă çапăçусен çĕввисемпе хуткупăсланса ларнă-пĕтнĕ до безобразия паттăр кĕлеткине Шупашкара хăйне-хăй десантласа пăрахрĕ пулсан - пĕлĕр ĕнтĕ, хаклă тăвансем, пĕлĕр, куççульсене шăлса илĕр, куççуль çулне арман пĕви пĕвелĕр те пĕлĕр ĕнтĕ, Армагеддон çĕр тĕп вучĕ хыпса тухсан, ак таракканăн пĕрремĕш протезĕ ахăрса ярсан, ак таракканăн иккĕмĕш протезĕ кăшкăртса ярсан, ак таракканăн виççĕмĕш протезĕ кĕрлесе кайсан, ак таракканăн тăваттăмĕш протезĕ мĕкĕрсе ярсан, – тÿперен пуç çине çунакан кÿкĕрт çума тытăнсан, пĕлĕр, тăвансем, шĕкĕр те чун юратнă хуламăр-Шупашкарăмăрта пĕртен-пĕр çурт çеç парăнас çукчĕ! Парăнмастчĕ çав çурт!

Хушса юрламалли,

Алран кайми аки-сухи,

Асран кайми атти-анни...

Тараккан вăрçи кĕрлесе иртсе кайнă хыççăн темле те ăнланмалла мар тĕлĕнмелле май-меслетпе чĕп-чĕрĕ юлма пултарнă историксем тата иккĕленÿллĕ паттăрлăхпа чапа тухнă мемуаристсем тăшмана парăнман çак çурта 1942-мĕш çулхи Сталинград çапăçĕвĕнчи «Павлов çурчĕпе» танлаштаратчĕçĕ. Иртен-çÿрен та килен-каян çав çурта «Дом Павлова» тенĕ пек «Дом Лукианова» тесе хисеплетчĕçĕ те чыслатчĕçĕ, страшнă мухтанатчĕçĕ çурчĕпе те хуçипе!

Атăл çыранне сиксе аннă чух пуçĕнчи безкозырки кучĕ çинех анса ларнă инвалид тараккан, «Смело, товарищи, все по местам, поледний парад наступает. Врагу не сдается наш гордый «Варяг», пощады никто не желает!» - юрра хăватлăн янраттарса Шупашкара Годзилла монстр пек хăюллăн, анчах çав вăхăтрах хăрушла тискеррĕн тапăнса чăваш халăхĕн шĕкĕр хулине те культура-политика центрне тĕпĕ-йĕрĕпе ишсе тăкса çул тусанне катокланă пек утюгла пуçласан Шупашкар хулинчи Ленинград урамĕнчи 27-мĕш çуртăн тап-тава та чăн-мухтава тивĕç те тивĕçлĕ 76-мĕш хваттерĕнчен хăватлăн та манаçлăн, сывлăша чĕтретсе, Атăл леш майĕнчи вăрман йывăççисене тымарпа тăпăлтарса, Атăл шывне тăххăрмĕш валла хумлатса, «Алран кайми аки-сухи, асран кайми атти-анни» юрă янăраса кăна каятчĕ хăватлăн.

И подумают люди, и поверят те, кто остался в живых в геенне чебоксарской огненной, что есть кара небесная на ворога чувашского народа. Вот ударила по сводам небес десница Божья, и спустилось на грешную землю чувашскую небесное воинство, и спешит на бреющем полете небесное воинство в Чебоксары, и ведет небесное воинство за други своя в смертельную битву арихстратиг Михаил архангел. И грянет битва конца времен!

О Боже, как наивны люди, спаси и сохрани их, Всевышний! Не дано им понять, что никакое это небесное воинство явилось в столицу чувашского народа – нет. Просто-напросто вмешалась квартира № 76 дома № 27 по Ленинградской улице в происходящее, и заработал атомный реактор чувашского этноса, «Алран кайми аки-сухи» юрă а-а янăраса ĕ-çеç-ĕ ă-к-кайрĕ.

Юрă янрама чарăнмарĕ, юрă çаплах янрарĕ, юрă вĕçĕмсĕр янрарĕ. Акă 76-мĕш хваттер чÿречисенчен 1000 çулхи юман кĕреш пысăкăш тупă кĕпçисем курăнса кайрĕç, автомачĕн-пулемечĕн шучĕ çук, хваттер кухнинче танк кĕрлени те илтĕнчĕ, залра вара реактивлă самолет шăхăрчĕ – юрă вара çаплах янрарĕ, Атăл хумĕ çĕкленсе Атăл тĕпĕ курăнчĕ. 76-мĕш хваттер чÿречисенчен тĕрлĕ йышши те май çук йышлă хĕçпăшал кĕпçисенчен чăваш тăшманĕ пулса тăнă тараккан çине тонни-тоннипе те мегетонни-масарĕ тăхлан вут-хĕмĕ тăкăнчĕ те сирпĕнчĕ. Юрă вара - «Алран кайми аки-сухи» - юрă çаплах янрарĕ, юрă янрама чарăнмарĕ, юрă вĕçĕмсĕр янăрарĕ.

Хушса юрламалли вырăнне сывлăш çавăрса ямалли тăхтав.

Тăхлан вучĕпе çулăмĕ витĕр чăваш халăхĕн паллă самурайĕ çав вăхăтрах пучти натуральнăй яппун самурайĕ Николай Егорович Лукиянов-чăваш пыр тĕпĕпе, «Утăрья!» - кăшкăрса, суранĕсенчен юн юхтарса (юрă вара – юрă çаплах янрать), бинтпа çыхса мăйĕнчен çакнă аллине – тĕпсакайĕнче пытарса усранă яппун катанине мар, ахаль те совершеннă простой, чăваш хресченĕ ĕмĕрсем тăршшĕпе юратса та пĕлсе усă куракан çавана – авăр лартман çавана ярса тытса (юрă вара – юрă çаплах янăрать, «Алран кайми аки-сухи» юрă аслă та анлă Атăл çийĕн аслати евĕр пек кĕрлет) Куля пичче авăрсăр çавапа тараккан çине сиксе те ÿкрĕ. 27-мĕш çуртăн 76-мĕш хваттерĕнчен вара тăхлан вут-хĕмĕ чарăнми те вĕçсĕр-хĕрсĕр сирпĕнме пăрахмарĕ. Юрă та çаплах янрарĕ, «Алран кайми аки-сухи» атте-Атăл çийĕн вĕçсе Каспи тинĕсне янраса çитрĕ, тинĕс анлăшсене ыталарĕ - «а на Мамаевом кургане тишина...»

Вилĕмлĕ те куçа-куçăн тытăçура, пĕр вăхăтрах виçĕ çеккунт та çав вăхăтрах виçĕ кун та виçĕ çĕр пĕр чарăнми пынă-ахăрнă-кĕрленĕ тискер çапăçура пирĕн Куля пичче тĕнче уçлăхĕнчи чи хăватлă таракканран тараккан пăтти туса та хучĕ. Çапла чапа тухатчĕ Шупашкар. Сталинград-Волгоград хулипе тăванлашатчĕ, легендарлă «Дом Павлова» çуртпа паттăр «Лукианов çурчĕ» тете-пиччеленетчĕç.

Ан тив, ан тапăннă пултăр пирĕн çине, пучти Герой Советского Союза, Раççей империн геройĕ, кавалер морской золотой звезды Великой, Малой и Белой Руси, заслуженный инвалид I группы пĕчĕк улăп тараккан, çапах, атьсем, паянхи Ленинград, унччен вара Арслан Троцкий ячĕпе хисепленнĕ урампалла (анаталла-и унта, тăвалла-и, без разницы) пынă чухне сых ятне, вăйран вăкăр тухасран, шăппăн та лăпкăн çÿрĕр - береженного Бог бережет. Уйрăмах 27-мĕш çурт тĕлнелле майпен çывхарса çитсе пынă чух акăш-макăш та питĕ те питĕ асăрхануллă та тимлĕ пулăр – пулма тăрăшăр. Эсир чăваш простой пуçăрпах кăткăс урăх чĕлхепе калаçса пынине илтсен те курсан Сире кунта ним те мар, совершенно бесплатнă, маххăм патак парса илме пултараççĕ, Картиш Ваççи (в миру - Василий Дворников) хĕрÿ те çирĕп ури айне лексен вара – Сире запростă, простă так, пĕр шелсĕр те ним шелсĕр тапа-тапа парса илĕç – натурально замочат. И будешь лежать, как истинный чувашский мачо, на Ленинградской улице заМАЧОнный. Вара суйлăр хăвăр, Куля пичче алли айне е Ваççа Дворников ури тĕпне пулни лайăх - хăлха чикки е кутран тапни.

Тĕнче масштабĕллĕ инцидент, Раççейри нацисен конфликчĕ, Шупашкарта чăваш междоусобици сиксе ан тухтăр, пĕр-пĕр этем, е ик этем, е нумай этем çамрăк пуçĕпех инвалид пулса ан тăтăр тесе Ленинград-Арслан Троцкий урам пуçĕнче те кутĕнче 80 çулхи слона чĕркемелли шăналăк пысăкăш, «Асăрханăр, усал чăвашсем!» - тесе çырнă щитсем те растяжкăсем çакса-çапса хумаллах, атту хамăра кутăн-пуçăн çакса-çапса хурĕç тата.

Халăх, мĕн калас та мĕн калар ĕнтĕ пирĕн. Пур-и ал айĕнче. Çук пулсан - тупăр. Пĕр черкке ваттисене те кайнисене асăнса ĕçсе парăр. Сывлăш çавăрса ярса, чикарккă мăкăрлантарма васкамасăр, халь хамăршăн та автор сывлăхĕ-телейĕшĕн тепĕр черкке çавăрса хурăр. Халь табакне туртса ярсан та юрать. Вара, тур калашле виççĕ тесе, черккене каллех тултарăр та кăштак анкă-минкĕленнĕ пуçпа Ион чунĕн синкерлĕхне комплекслăн, тĕнче уçлăх масштабĕпе ăнланма тăрăшăр...

Пĕр хушă медитаци... Тухрĕ-и куççуль. Апла пулсан яра парăр – ирĕк паратпăр – чи юлашки мар юлашки – хĕрринчи – черккене «Тав сана» – «Сав мана» текелесе ĕçсе пама. Ярăр та - куççуль ăшне путса анса кайăр, куççульпе эрехе кăшлăр, чăваш шÿте юратмасть, чăваш ĕçме-йĕме юратать...

Атьсем, тепĕр хут асăрхаттарма ирĕк парăр мана, ас тăвăр, пирĕнпе пĕр вăхăтра нушаланса-нушталанса пурăнакан çынсем-этемсем, ывăлсем те хĕрсем, Тур калашле виçĕ черкке кăна! Атту чăн чăвашла çичĕ черкке е стакан (кам пĕлсе пĕтерет сире.) шаплаттарса хурăр та, ушĕ Иона мар, хăвăра аса илĕр, тĕкĕр тытса хăвăра тинкерсе шеллесе йĕрсе ларăр. Ион кăна мар, эпир вĕт пурте – нушаллă этемсем. Пире мĕн, ангел-хранитель кашни кун çăвартан пыл ярса тăрать-и.

Тур калашле виç черкке эрех ĕçмелли инструкци

(кĕвĕ-çемĕ юратакансем инструкцие кĕвĕлесе гимн евĕр мăнаçлăн та васкамасăр юрлама пултараççĕ – автортан чару çук)

Да ну сирĕнпе! Каçарăр та, автор халь кайса сăра ĕçсе килет. Çăвар типсе кайнăран пурнăç çине чĕвен тăрса лачлаттарса сурса хума сурчăк çук та кунта - кунта ин-струк-ци ишшо вуласа пар сире. Фашистсен Освенцим концлагерьне хупса хуман вĕт çынна. Вçо! Перерыв на 30 минут, вăл сăра ĕçме кайрĕ.

...Атьсем, вăл килчĕ! В смысле, нимле Турă та мар, простă автор килчĕ, таврăнчĕ. Ăнланăр, литературный беспредел пырать, шел, вулакан курмасть - автор почеркĕ самай аванмарланчĕ, ÿсĕрĕлчĕ те темелле - автор сăра ĕçсе килчĕ. Çавăнпа - инструкци вулăр, чăтăр та ăнланăр, философи вăл тăп-тăрă та тап-таса шухăш вĕçевĕ çеç мар – унта кăшт урăххи те пур.

Инструкци

А мĕн вăл пурнăç. А мĕн. Пылĕ те çук, çăвĕ сахал. Ăçта вăл пылĕ, ăçта çăвĕ. Пăхан та – пăх та кур, ăнлан, пурнăç тени вăл - тем кÿлли. Эпир вара унта, эпир унта, эпир унта пурнатпăр. Чăнах, пырать алли-ури унта хăшĕсен те такамсен, пĕлеç, мурсем, ишме, çÿреç ишкелесе, çÿреç - хумсем çĕклеç... Пăхкала та йĕри-тавăр, нумайăшĕ пĕлмеç ишме, тăраç çынсем тем ăшĕнче. Хăватлисем - пĕç тĕп таран, çапах тăраç, çăтмаç каяш шывне, сывлаç, юрлаç, эрех ĕçеç. Эпир вара - мăй таранах, ишекенсем иртсе каяç те - хумĕ çапать çăвартанах, хăсма та çук - калла кĕрет, пурте хăссан - пуç тÿп таран, ăçта каян, ăçта чăман. Çак илеме юр юрласа, «Этем вĕçме çуралнă,» - тетпĕр. Кăшкăратпăр хушăран. Ăçта вĕçме, ишме кăна хăть кăшт пĕлесчĕ. Кирлĕ чух чăмма пĕлни те кăшт пăсмастчĕ. Пăх та кур, этем, лараç тем шавласа шыв шаписем. Вĕсем санран телейлĕ – вĕсем вĕçмеççĕ, шутламаç те таçта вĕçме, пурте вĕсем пĕлеççĕ çеç ишме... Мораль сей басни такова, инструкция краткая была!

***

Халь ăнлантăр пуль шыв шаписем этемсенчен самай-сĕре те питĕ телейлĕрех пулнине. Вĕсем çăлтăрсене курман та - телейлĕ вĕсем. Вĕсемшĕн телей - çуначĕсемпе хитрен кăна вĕлтĕртетсе пыракан лĕпĕш. Бац! - шапа чĕлхи вĕçсе тухать те вĕçекен хитре лĕпĕше вĕçтерсе кăна хырăма вĕçтерет. Вĕçме пĕлни е ишме пĕлни кирлĕрех-и пирĕн пурнăçра. Ма Ион Шеремет пирки пĕри çырать, тепри вулать. - мĕншĕн тесен ĕнтĕ ĕмĕрне телейлĕ пулас çук Ион çапла каланă, пурнăçра у та – ку та кирлĕ!

Çавăнпа чăваш çичче юратать тесе çич стакан (е çичĕ кĕленче, е харăсĕпе çичĕ кун) ĕçсе лартсан эсир Ион нушине вуççех манса каятăр, тÿрех çамрăклăха, куçпа хыпашланă хĕрсене (хĕрачасем, тен, каччăсене), ытла та ыр пурнăçран самăрăлса-мăнтăрланса-кÿпчесе-шыçăнса кайнă хăвăрăн синкерлĕхĕрсене аса илетĕр те хăвăра хăвăр шеллесе тĕнчери пур çил çулĕ çинче уласа ларакан Останкино телебашни пек нăйлатса выртатăр.

Автор ăнланать, темле япалан та чикки пур, анчах хуйхă-суйхă çăпан мар, вăл тем пек шыçсан та шăтса юхмасть. Простă йĕме кирлĕ мар тăвансем. Ăнланăр, ним тума та кирлĕ мар. Эсир тонни тоннипе куççуль тăксан та Сахара пуш хирĕ чечеке лараймасть. Мĕн чухлĕ нумайрах куççуль - çавăн чухлĕ ытларах тату тăпра юхса каять. Куççуль чунра пуш хир тăвать. Çавăнпа ĕнтĕ Тур калашле виççĕ - и ни-ни-ни, ни грамму больше. Виçĕ черкке хыççăн простă кăна туйса ăнкармалла (та савăнмалла), ой-ой-ой, сиртен нумай нушаллăрах, страшнă телейсĕртерех, пахучĕпех хĕн-тертлĕ, шăпа çапса хуçнă этем чунĕ те пур-ха çут тĕнчере. Ион Шеремет асапланса, хурланса, хуйхăрса пирĕн хушăмăрта пирĕн пурнăçра пурăннă чух – хуть те мĕн калăр та - хамăр пурнăç пирĕн пурпĕр кăшт лайăхрах. «Вдох глубокий, руки шире. Не спешите - три, четыре! Бодрость духа, грация и пластика. Общеукрепляющая, Утром отрезвляющая - Если жив еще - гимнастика! Если вы уже устали - Сели-встали, сели-встали. Не страшны вам Арктика с Антарктикой! Главный академик Иоффе Доказал - коньяк и кофе Вам заменит спорта профи - лактика... Разговаривать не надо - Приседайте до упада, Да не будьте мрачными и хмурыми! Если очень вам неймется - Обтирайтесь чем придется, Водными займитесь проце - дурами!» (В. Высоцкий)

Халь туйрăр пуль этем синкерлĕхĕн тĕпсĕр пафосне те тĕпне çити нушине. Пурпĕр каллех асăрхаттарма тивет (извинтиляюсь!), Ион нимĕнле ошибка природы та мар, он - Ион Шереметь, твою медь, Божье недоразумение, результат не совсем чистого эксперимента, уместно, конечно, говорить в подобных случаях о субьективном факторе, но непривычно выражаться что-то вроде Божьего фактора. И тем не менее... Çитменнине этемлĕх историйĕ те Çÿлти Аттемĕр математикăра пит вăйлах маррине çирĕплетсе парать. Теория верятности тени нумай енлĕ ăслай.

Все дело в том, что Господь элементарно спутал и перепутал души человеческие. Нашим ровесником и жить среди нас на самом деле должен был Адам - ибо так было задумано на небесах, а Ион, соответственно, обязан был жить в раю – Эдеме. А Господь после сотворения мира (24 часа умножаем на 6 и получаем 144), после 144 часов непрерывного божественного труда, на седьмой день немного приустал и допустил ошибку. Адама отправил в рай, а Ион, спустя тысячелетия, Великим Половым Путем был доставлен с небес на землю. Если не верите автору, то смоделируйте ситуацию в райском саду. Разве Ион допустил бы изгнание из Эдема. После грехопадения он потребовал бы гарем, чтобы эффективно и качественно выполнить Божье повелевание «плодитесь и размножайтесь». Быть первым парнем в мире, при полном отсутствии конкуренции, – а женщина всего одна. Это же великое оскорбление Божьему изделию №1. Конечно, Адам гордо покинул райские кущи со своей единственной женщиной, но с Ионом такой номер не прошел бы, Бог вынужден был бы помочь ему с гаремом. Ион быстренько наладил бы серийно-массовое производство людей. По Божьему недоразумению несостоявшийся наш общий праотец и прибыл на грешную землю Чувашскую, «Посмотрите! Вот он без страховки идет! Чуть правее наклон - упадет! Пропадет! Чуть левее наклон - все равно не спасти... Но зачем-то ему очень нужно пройти четыре четверти пути! (В. Высоцкий) К сожалению, Иону не суждено было пройти четыре четверти пути. Рядом остановилась машина, и нежный голос божественно прошелестел «Подвезем этого сумасшедшего».