2007/06/14

Айдака юбилейпе саламлани!

Хисеплĕ Аркадий Павлович.

Юбилеюпа саламлатпăр сана хисеплĕрен те хисеплĕ Аркати пичче. Чăвашăн пит маттур çынни пулма çуратса янă пулнă сана аннÿ çитмĕл çул каялла. Сана пĕлме, санпа юнашар тăрса ĕçлеме, хамăрăн тăван халăх ирĕкĕшĕн пĕрле харăс тăрса кĕрешме тÿр килнĕшĕн савăнатпăр та, мухтанатпăр та. Ырлăх - сывлăх, ытлăх - çитлĕх пултăр сана, юратнă Пиччемĕр. Çулу уçăлса, йĕрÿ питĕрĕнсе пытăр. Вăй патăр.

Хисеппе: Атнер Хусанкайпа Николай Лукианов.